00:00 23 августа 2010 г.
Кашкăр – Çирма ялне 1910 çулта Çěнě Пěршěнер ялěнчен куçса килнě çынсем пуçласа янă. Çěнě вырăна малтан 3-4 хуçалăх вырнаçса ларнă. Чи малтанах, ял халахě, шыв кирлě пирки, ял варрине пěве пěвеленě.
1927 çулсенче ялта колхоз йěркеленě, вăл «1 мая» ятпа хисепленнě. Ку ял Совет влаçěн çулěсенче уйрăмах хăвăрт аталаннă. Çак сулсенче ялта «Авангард» ятпа артель ěçлеме пуçланă. Кантурě Матвеев Иван Матвеевич çуртěнче вырнаçнă, ăна Архипов Николай Архипович ертсе пынă. Склад заведующийě пулса Плотников Серге Семененович ěçленě. Артель колбаси тунă., юнашарах чăпта çапакан цехсем те пулнă. Çавăн пекех кунта пыл хурчěсен утарě те аталаннă. Артель таврари ялсенчи лавккасене хăй туса кăларакан таварсемпе тивěçтерсе тăнă. Магазинта Скворцов Федор Владимирович ěçленě.
Кашкăр-Çырма ялěнчи колхоз 1952 çулта Маякри «Новая жизнь» колхозпа пěрлешнě. Малалла çак ятпах хисепленсе тăнă. «Новая жизнь» колхоза председатель пулса Кириллов Сергей Кириллович, ун хыççăн Майоров Петр Васильевич ертсе пынă.
1959- мěш çулта Çěнě Шелттем, Кивě Шелттем, Воронцовка, Маяк, Кашкар-Çырма ялěсем пěр колхоза пěрлешнě. Колхоз «Сталин» ячěпе хисепленсе тăнă.
Çак çулсенче уй-хир культурисен тухăçě питех те пěчěк пулнă. Анчах та халăх тыр-пул тухăçне устерессишěн ырми-канми тăрăшнă. Тăрăшни ахаль пулман, тырă-пулă тухăçлăхě çулран çул уссе пынă. Колхоз районта малтисен ретне йышăннă. 1962 çулта колхоза «За коммунизм» ят панă.1973 çулхи ноябрěн 1-мěшěнче колхоза «За коммунизм» ятпа совхоза куçарнă. Унăн 1-мěш директорне Миттов Виталий Ивановича çирěплетнě.
1941-1945-мěш çулсенче пынă Аслă Аттелěх вăрçине Кашкар-Çырма ялěнчен 16 çын алла пăшал тытса хаяр вăрçа тухса кайнă. Паттăррăн çапăçнă пирěн ентешсем нимěç фашистчěсене хирěç. 11 ентеш тăван яла таврăнаймарě. Амăшěсем, мăшăрěсем, ачисем тăлăха юлчěç. 16 çынран 5-ěкěшě кăна аманса, сусăрланса тăванěсем патне таврăнма пултарнă. Кашкăр-Çырма ялě ěçчен те маттур, тăрăшуллă уй-хир ěçченěсемпе, механизаторсемпе, вěрентекенсемпе паллă. Колхоз уй-хирěнче тăван ял-йыш ырми-канми тăрăшрě, тырă акрě, вырчě, пěр пěрчě юлмиччен тырра пулмине пухрě, йěтем çинче вăл вăхăхăтра ěç вěресе кăна тăнă, Тăван Çěршыва çăкăрпа тивěçтерчě.
Тăван ялăмăр нумай çул пурăнакан хисеплě ватăсемпе паллă. Акă Афанасьева Мария Афанасьевна 104 çула çитсе пирěнтен ялăнлăхах уйрăлса кайрě. Иртнě ял уявěнче вăл пире чăваш ташшипе савăнтарчě. Хальхи вăхăтра пирěн хушăмăрта Гаврилова Ольга Консатантиновна пурăнать. Вăл 90 çула çитрě. Сире пурне те ентешсем нумай çул пурăнма, Улька аппа çулне çитме пурне те ырлăх-сывлăх сунатпăр.