08:42 28 сентября 2010 г.
Тăвайри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи площадьре шăмат кун, октябрĕн 2-мĕшĕнче, кĕрхи ярмăркка иртет. Патăрьелĕнчи питомникран лартмалли çимĕç йывăççисемпе çырла тĕмĕсем кÿрсе килĕç, Куславкка районĕнчи Карамышевăри пулă ĕрчетекен питомник халăха чĕрĕ пулăсемпе тивĕçтерĕ.
Ял хуçалăх кооперативĕсем, предприятисемпе фермерсем, предпринимательсем, пахчаçăсем хăйсем çитĕнтернĕ ял хуçалăх продукчĕсем, ĕç хатĕрĕсемпе тĕрлĕ таварсем сутассине йĕркелеççĕ.
Ярмăрккана хатĕрленсе ирттерме ятарлă комисси туса хунă. Унăн председателĕ – райадминистрацин АПКпа экологи пайĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке.
Уява пынисене культура ĕçченĕсем музыкăпа театрализациленĕ представленипе, илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарĕç.
“Тăвайри кооператив” потребобщество вырăнта туса кăларакан таварсен анлă ассортиментне суту-илĕве кăларĕ. Шашлăк сутассине йĕркелеççĕ.
Пурте хастар хутшăнăр ярмăрккана. Вăл ирхине 11 сехетре пуçланать.