16:15 09 июня 2014 г.
16:13 02 июня 2014 г.
Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Йĕпреç район администрацийĕнче район активĕн пухăвĕ пулса иртрĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Чугаров ертсе пычĕ. Пухăва Чăваш Республикин Муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев хутшăнчĕ.
Малтанах сăмах Станислав Николаев сăмах илчĕ. Вăл Чăваш наци конгресĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. «Район тата ял тăрăхĕсен шайĕнче чăвашлăха аталантарма, чăвашсен йăла-йĕркисене, чăваш чĕлхине сыхласа аталантарса пымашкăн районта уйрăм йĕркеленÿ пулсан питĕ вырăнлă пулĕччĕ», - терĕ Станислав Николаевич.
Николай Чугаров çак шухăша аталантарса, Чăваш наци конгресĕн Йĕпреçри уйрăмне туса хума сĕнÿ пачĕ. Çакăнпа пуçтарăннисем пурте килĕшреç, Николай Петровичăн сĕнĕвĕшĕн пĕр пек сасăларĕç.
Ун хыççăн пуçтарăннисем Чăваш наци конгрессĕн Йĕпреçри уйрамĕн Правленийĕне çак çынсене суйларĕç: Марушев Владимир Авенирович, Петров Анатолий Иванович, Алимасов Константин Дмитриевич, Степанов Николай Александрович, Евграфов Валерий Витальевич, Юрина Любовь Николаевна, Хуснетдинова Лариса Григорьевна, Ядрицова Алена Андреевна, Акшарова Светлана Николаевна, Железнова Галина Николаевна, Майоров Александр Геннадьевич, Козлова Ирина Николаевна, Клементьева Людмила Николаевна. Правленийĕн председателĕ пулма Марушев Владимир Авенировича суйларĕç, унăн çумĕ пулма Петров Анатолий Ивановича суйларĕç.
Çакăнпа пĕрлех Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртекен Чăваш наци конгресĕн 9-мĕш съездне хутшăнма 3 делегат суйларĕç пухура. Вĕсем Марушев Владимир Авенирович, Алимасов Константин Дмитриевич, Клементьева Людмила Николаевна пулчĕç.
Пуху вĕçĕнче Станислав Николаев Чăваш наци конгресĕн Йĕпреçри уйрăмĕн правлени членĕсене ăнăçлăн ĕçлеме сĕнÿ пачĕ. «Хамăр тăрăшмасан нимле пĕрлешÿллĕх те пире пулăшаймĕ. Пирĕн пурин те пĕрле çитменлĕхсене палăртса вĕсене татса пама тăрăшлмалла», - терĕ Станислав Николаевич.
Ибресинский район Чувашской Республики
Совет муниципальных образований Чувашской Республики