Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленине малашне Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ертсе пырĕ. Правленин тата республикăри район центрĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен Палатин анлă ларăвĕнче шăпах Александр Николаевича председатель пулма пĕр саслăн суйларĕç.
Элĕк ен: Республика кунĕ хыççăн
«Ку вăл — пысăк та яваплă ĕç, шел, тепĕр чухне питех курăнмасть те. Пирĕн сирĕнпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен интересĕсене хÿтĕлемелле, вĕсен йывăрлăхĕсем пирки пĕлмелле. Эсир вырăнти влаçăн çивĕч ыйтăвĕсене лайăх пĕлетĕр, çавăнпа сире ку должноçра тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунатăп», — терĕ А.Куликова саламланă май ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев. «Муниципалитет службине аталантарас тесе хамран мĕн килнине йăлтах тума тăрăшăп», — терĕ Правленин çĕнĕ ертÿçи Александр Куликов. Аса илтеретпĕр: çак должноçа малтан Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов йышăннă, пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче халăх ăна РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулма шанчĕ.
Çак канаш Правленипе Палатăн анлă ларăвне вырăна тухса ирттерессине йăлана кĕртрĕ темелле. Пĕлтĕр вĕсем маларахри çул кăтартăвĕсене Патăрьел районĕнче пĕтĕмлетнĕччĕ, кăçал — Элĕк районĕнче. Хальхинче Элĕк ене ахальтен суйласа илмен: пĕлтĕр Республика кунĕ шăпах çак тăрăхра иртнĕччĕ, пысăк уява хатĕрленнĕ май район центрĕ палламалла мар улшăнса хитреленчĕ. Тĕслĕхрен, унта Октябрь, Пушкин урамĕсенчи, Ярмарккă лапамĕнчи çулсене асфальт сарнă, Совет Союзĕн Геройĕ М.Е.Ефимов ячĕллĕ тÿреме юсанă, ял варринчи пĕвесене хăтлăлатнă, уçă тÿпе айĕнче парк-музей тунă. Уяв çитет те хăвăртах иртет, асăннă ĕçсемпе обћектсем вара салара пурăнакансемпе хăнасене халĕ те савăнтараççĕ.
Элĕкре çулла çеç мар, хĕлле те таса та хитре пулнине, çав тăрăхри халăх ĕçлеме те, канма та пĕлнине анлă ларăва хутшăнма кăмăл тунисем канашлу умĕн йĕркеленĕ экскурсире хăйсем курса ĕненчĕç. Хăнасене «Элĕкри пахчаçимĕç комбиначĕ» тата «Элĕкри çăкăр комбиначĕ» тулли мар яваплă обществăсене илсе кайса кăтартрĕç, ĕçри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă хыççăн хăйсем кăларакан çимĕçсемпе пылак шыва, çăкăрпа кондитер изделийĕсене тутанса пăхма сĕнчĕç. Делегаци районти литературăпа таврапĕлÿ музейĕнчи — сăмах май, ăна чăвашсен çуттакăларуçи Иван Яковлев уçнă шкул çуртĕнче йĕркеленĕ — экспонатсемпе те кăмăллăн паллашрĕ. Шăпах Республика кунĕнче уçнă «Тури чăвашсен этника культури» парк-музейра вара культура ĕçченĕсем юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Вĕсем хăнасене Элĕк сали мĕнле йĕркеленсе кайни пирки каласа кăтартрĕç, кăмакара пĕçернĕ икерчĕпе сăйларĕç. Асăннă парк, авалхи йывăç крепоçа аса илтерекенскер, Элĕкри чи хитре вырăнсенчен пĕри теме те пулать.
Халăх пуçарăвĕсем валли — субсиди
Анлă ларăвăн пленарлă пайне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев уçрĕ. Вăл ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн кашни районти, хулари тата ял тăрăхĕнчи паха опытпа ыттисене те паллаштармалла терĕ, тĕслĕхрен, Элĕкри пек. Лайăх тĕслĕхпе май пулсан ыттисен те хăйсем патĕнче усă курмаллине палăртрĕ. «Паянхи кун мероприятисене ячĕшĕн ирттермелле мар, ун пек вăхăтсем тахçанах иртсе кайнă. Пĕрле пухăнса çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн каярахпа тепре тĕл пулмалла, мĕн палăртнине пурнăçа кĕртме май килнипе килменнине тишкермелле», — терĕ Юрий Егорович.
Вăл муниципалитет службинче вăй хуракансене паянхи япăх пулăмсенчен шăпах канашăн хÿтĕлемеллине аса илтерчĕ. Тепĕр чухне ĕçе чăрмантарма пултаракан самантсенчен пĕри — тĕрĕслев-надзор органĕсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тĕлĕшпе питĕ нумай тĕрĕслев ирттерни. Муниципалитет служащийĕсен хальхи йышне сыхласа хăварас тесен вĕсен ĕç укçине ÿстермелли пирки те пычĕ калаçу. Юрий Васильев канашăн ĕç тăвакан директорне çывăх вăхăтрах асăннă служащисен тытăмĕ пирки аналитика справки хатĕрлеме сĕнчĕ.
Юрий Егорович çак кунсенче тухнă указ — общество инфратытăмĕн аталанăвĕн проекчĕсене, вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнисене, пурнăçа кĕртесси пирки калаканни — пирки тĕплĕнрех ăнлантарса пачĕ. Çав документра халăх пуçарăвĕсем валли республика бюджетĕнчен субсиди уйăрассине палăртнă. Сăмахран, çынсем хăйсем пурăнакан тăрăхра пĕр-пĕр обћект тăвас тесе 1 миллион тенкĕ пуçтараççĕ тĕк — патшалăх вĕсене 6-7 миллион тенкĕ таранах пама пултарать. Вăл ял тăрăхĕсене çакнашкал проектсем тĕлĕшпе хастартарах ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракансене — Элĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп специалист-экспертне Георгий Анисимова тата райадминистраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместительне — вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикипе спорт пайĕн пуçлăхне Эдуард Николаева — Юрий Васильев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне парса чысларĕ.
Пĕтĕмлетÿсем тата тĕллевсем
ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ 2016 çулта мĕнле ĕçлени пирки Станислав Николаев ĕç тăвакан директор доклад турĕ. Вăл чи малтанах ял тăрăхĕсен тата райадминистрацисен пуçлăхĕсене тав турĕ. «Эпир сирĕн пулăшăва-хавхалантарăва питĕ лайăх туятпăр, малашне те хальхи пекех пĕр-пĕрне ăнланса та килĕштерсе ĕçлесчĕ», — терĕ. Вăл хăйсен ĕçĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче вăй хуракансене йышлă тата тем тĕрлĕ тĕрĕслевсенчен хÿтĕлесси тесе пĕлтерчĕ. Станислав Андреевич темиçе çул каялла, тĕрĕслев-надзор органĕсен ĕçĕ пирки пĕрремĕш мониторинг тунă хыççăн, вĕсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсене пĕтĕмпе 4 миллион тенкĕлĕх /!/ штраф тÿлеттерме йышăнни çиеле тухнине аса илчĕ. Докладçă юлашки вăхăтра икĕ çак енĕн хутшăнăвĕсенче ырă улшăнусем пуррине пĕлтерчĕ, çапах тĕрĕслев мероприятийĕсем нумай чухне усă кÿменнине, йывăрлăхсене татса пама пулăшманнине палăртрĕ.
С.Николаев ырă опытпа паллашма ытти региона тухса çÿренине пĕлтерчĕ. Ку меслетпе кăçал та усă курасшăн. Пермьре, Ижевскра, Питĕрте, Хусанта чăвашсене хапăлласах кĕтеççĕ иккен. Хăйсем те чăваш çĕрне килсе курма хавас. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ыттисен кăсăклă тĕслĕхĕсемпе паллашни хамăршăн лайăх, çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен пĕр-пĕр региона кайса килесчĕ терĕç.
Ларура канаш ирттерекен «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет йĕркеленĕвĕ» конкурс пирки калакан положение те çирĕплетрĕç. Вăл çак номинацисемпе иртет: «Муниципалитет йĕркеленĕвĕн чи лайăх пуçлăхĕ», «Чи лайăх ял тăрăхĕ», «Чи лайăх ял старости», «Хула округĕн тата хула тăрăхĕн территорири общество хăйтытăмлăхĕн чи лайăх органĕ». Унта хутшăнас текенсен документсене пуш уйăхĕн 15-мĕшĕччен комиссие тăратмалла. «2010 çултанпа çак конкурса пĕтĕмпе 643-ĕн хутшăннă, вĕсенчен 103-шĕ чи лайăххин ятне тивĕçнĕ. 128 старостăран 45-шĕ çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ», — каласа кăтартрĕ ĕç тăвакан директор. Вăл канаш пуçарăвĕпе кашни районтах старостăсен слетне ирттернине, кăçал çакнашкал мероприятие муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче çеç мар, республика шайĕнче те йĕркелессине пĕлтерчĕ.
Кăçалхи тĕллевсем пирки калас тăк — ытти çулти пекех республика шайĕнче Вырăнти хăйтытăмлăх кунне, ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхĕн тата служащийĕн кунне ирттерĕç. Юлашкинчен асăннинче ертÿçĕсем спорт енĕпе вăй виçеççĕ, хăйăр тултарнă михĕ йăтаççĕ, утă çулаççĕ… Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пĕрлехи спорт мероприятийĕсене ытларах йĕркелеме сĕнчĕç.
Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов муниципалитет йĕркеленĕвĕн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес тĕллевпе тата район центрне хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе мĕн туни çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл инвестицисем явăçтарасси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Ял тăрăхĕсен, уйрăмах — район центрĕсен, пуçлăхĕсем Элĕксем урамсене çутатас, санкцилемен çÿп-çап вырăнĕсене пĕтерес тата йăлари хытă каяшсене турттарса тухас, халăха таса шывпа тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçлени пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлчĕç.
«Пĕрле ĕçлесен кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерĕпĕр», — пĕтĕмлетрĕç анлă ларăва хутшăннисем.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Александр ВРАЖКИН сăнÿкерчĕкĕсем