Икĕ республикăри районсем çывăхланаççĕ
ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, Крым Республикипе Севастополь хулинчи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн суту-илÿпе экономика элчи Андрей Яковлев тата Чăваш Ен вырăнти хăй тытăмлăх Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç.
Тĕп ыйтусенчен пĕри – Чăваш Ен районĕсем Крым çурутравĕнчи районсемпе ĕçлĕ килĕшÿсем тăвассине малалла тăсасси.
Хальлĕхе Севастопольти Балаклава районĕпе Канашпа Етĕрне районĕсем, Патăрьельпе Бахчисарай, Комсомольски районĕпе Черноморски район килĕштерсе ĕçлесси пирки ĕçлĕ килĕшÿсем алă пуснă. Малашне çак ĕçе ытти районсене хутшăнтарма тĕллев лартнă.
Крым Республикин муниципалитет Канашĕпе, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн суту-илÿпе экономика элчипе Андрей Яковлевпа Станислав Николаев ку енĕпе малалла ĕçлесшĕн.
Килĕшÿсем алă пусса çирĕплетни пирĕн республикăри районсене хамăр туса илнĕ пахча-çимĕçсене тата ытти продукцине Крым Республикипе Севастополь хулине сутассине çăмăллатать.
Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене саккун тĕлĕшĕпе те пĕр-пĕринчен вĕренме май парать тата ытти енĕпе те ĕçе çăмăллатать.