Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!
Сире Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
2020 ҫул хыҫа юлать. Вӑл Чӑваш Еншӗн те, пӗтӗм ҫӗршывӑмӑршӑн та пӗрре те ҫӑмӑл пулмарӗ. Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн чирӗ сарӑлни пурнӑҫ юхӑмне пӑтраштарса ячӗ, ҫавна май пирӗн маларах палӑртса хунӑ плансене васкавлӑн тӳрлетӳсем кӗртме, пурнӑҫӑн ҫӗнӗ условийӗсене хӑнӑхма тиврӗ.
Ҫак кӑткӑс вӑхӑтӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсене тивӗҫлипе татса пама вӗренсе ҫитни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пӗрлӗхпе хастарлӑхӑн тата пӗр-пӗрне пулӑшса пынин пархатарлӑ вӑйӗ пирӗншӗн пандемипе кӗрешмелли тӗп мел пулса тӑчӗ.
2021 ҫула пурте лайӑха шанса, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе улшӑнусем пулса иртессине ӗненсе кӗтсе илетпӗр. Ҫаксем тӳрре тухасси вара ытларах чухне хамӑртанах – пирӗн ҫирӗп тӗллевлӗхпе ӗҫченлӗхрен – килет. Пирӗн Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программинче палӑртса хӑварнӑ йышлӑ планпа проекта пурнӑҫа кӗртмелле. Енчен те эпир хамӑр вӑя туйса тата пӗрле тӑрӑшса ӗҫлесен ҫитӗнӳсем тума пултарассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Ҫӗнӗ ҫул сирӗн мӗнпур ӗмӗтӗре пурнӑҫлатӑр, пурсӑра та ӑнӑҫу тата ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхмалли лайӑх майсем парнелетӗр, кашни ҫемьене савӑнӑҫпа ырлӑх кӳтӗр.
Телейлӗ те сывлӑхлӑ пулӑр, хаклӑ ентешӗмӗрсем! Сире ырлӑх-пурлӑх, тӑнӑҫлӑх, юрату тата ӑнӑҫу сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Уважаемые соотечественники!
От всей души поздравляю вас с Новым годом и Рождеством!
Уходит в историю 2020 год. Для Чувашской Республики, как и для всей страны, он совершенно точно был непростым. Пандемия новой коронавирусной инфекции нарушила привычный ход вещей, и нам приходилось на ходу корректировать ранее намеченные планы, адаптироваться к новым условиям жизни.
Важно, что мы научились достойно справляться с вызовами этого сложного времени. Нашим главным оружием в борьбе с пандемией стали сплоченность, неравнодушие и взаимовыручка.
Мы встречаем 2021 год с верой в лучшее, с надеждой на новые свершения и позитивные перемены. Во многом все это будет зависеть от нас самих – от нашей целеустремленности и трудолюбия. Нам предстоит воплотить в жизнь множество планов и проектов, которые нашли отражение в Комплексной программе социально-экономического развития Чувашской Республики. Уверен, мы добьемся успеха, если будем верить в собственные силы и действовать сообща.
Пусть Новый год исполнит все ваши мечты, принесет удачу, уверенность в завтрашнем дне, радость и благополучие каждой семье.
Будьте счастливы и здоровы, дорогие земляки! Желаю вам достатка, мира, любви и процветания!
Глава Чувашской Республики Олег Николаев