Совет муниципальных образований Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак (Красноармейски) районне йĕркеленĕренпе 75 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта пирĕн тăрăхра та чылай пыс

29 июня 2010 г.

Малтанхи вăхăтра вăл калăпăшĕпе республикăра пысăк районсенчен пĕри пулнă. Унăн чиккисем хальхи Çĕрпÿ районĕнчи Метикассинчен пуçласа хĕвел анăçĕнче Мартынкасси-Энехмет, Шор Посай, Шор Пайраш ялĕсем патнех çитнĕ. Çурçĕр хĕвел анăç енче вара Энтимиркасси, Чиркÿллĕ Тăрăн, Анаткас Тăрăн, Вăрманкас Тăрăн, Кочак Тăрăн уй-хирĕсем таран сарăлса выртнă. Çурçĕр енче Ункăçум, Шăнарпуç ялĕсем пулнă. Кăнтăр енче Хурапыр, Чиркÿллĕ Юнтапа, Шуркас Юнтапа ялĕсемпе чикĕленнĕ.

Района йĕркеленĕ чухне çÿлти тытăмра ларакансем халăхран аякра тăнине пула чылай ялсем хамăр территоринчен юнашар районсене куçса кайрĕç. Уйрăмах çакăн евĕр ваклану-пайлану çĕр-шывра влаç тытăмĕ Н. С. Хрущев аллине куçсан палăрчĕ. Улшăнусем пулса иртнĕ ялсенчи халăх уйрăмах хăйĕн прависене хÿтĕлеме уçă кĕрешĕве тухрĕ. Асăннă кĕрешĕвĕн юхăмĕ Красноармейскинче те палăрма тытăнчĕ. 1962 çулхи февраль уйăхĕнче район хăйĕн суверенитетне çухатса Çĕрпÿ районне пачĕ. Авалтан пыракан йăлапа эпир çÿлтисен хушăвĕсене пĕр сăмах хушмасăр пурнăçлама хăнăхнă-çке.

Эпĕ района пĕрлештернĕ тапхăрта райпо председателĕнче ĕçлеттĕм. Кооператорсен те çÿлтисен хушăвĕсенчен аякка пăрăнса юлма юраман. Кирлĕ хутсене Чăвашпотребсоюзăн шаннă çыннисем пирĕнпе сÿтсе явмасăрах тĕп хуларан машинкăсемпе пичетлесе хатĕрлесе килетчĕç. Вĕсене çĕр-шывра коммунизм тăвас ĕçе хăвăртлатас тĕлĕш-пе çыхăнтарнине паян кун та манаймастăп. Çавăнпа та пи-рĕн çĕрпÿсемпе пĕрлешсе çĕ-нелнĕ района çĕнĕ вăй-хăват памалла пулнă. Çак ĕçе пурнăçлама Красноармейскинчи, Мăн Шетмĕри, Упири ялпосенчи пайщиксен пухăвĕсенче сÿтса явса Çĕрпĕве кайма уполномоченнăйсем суйларĕç. Уйрăмах Мăн Шетмĕпе Упире пухусем пысăк шайра иртрĕç. Çĕрпÿсемпе пĕрлешÿ пухăвне ирттерме çынсем татăклăнах кайма килĕшменнине палăртсан парти райкомĕн сĕнĕвĕсемпе сутуçăсене суйларĕç. Çакăн пек йĕркепе ытти ялпосенче те суйлавсем иртрĕç. Çĕрпÿри пухăва кайма 111 çынна суйланине астăватăп. Пухăва ирттерме палăртнă кун çынсене пухма машинăсем ярса панă пулин те, уполномоченнăйсем çурри те пухăнмарĕç. Партин Çĕрпÿ райкомĕпе Красноармейски райпо правленийĕ хушшинче чăн-чăн “вăрçă” пуçланчĕ.

Çĕрпÿне çитсен “уполномоченнăйсене юриех пухмастăн тесе” парти райкомĕнче ят та тиврĕ. Пĕрлешÿ пухăвне тепĕр вунă кунтан çĕнĕрен пухмашкăн килĕшсе татăлчĕç. Çитес пухăва уполномоченнăйсене çителĕклĕ таран илсе пымасан парти билечĕпе сывпуллашасси пирки те систерчĕç.

Эпĕ аппаратра ĕçлекенсене уполномоченнăйсене пухма автомашинăсем уйăрса парсаччĕ. Вĕсемсĕр райпона килмелле мар текен хушу та кăлартăм. Уполномоченнăйсем палăртнă вăхăт тĕлне çурри те пухăнмарĕç. Тĕп бухгалтерта ĕçлекен Н. Александрова райцентрти магазинсенче, столовăйсенче ĕçлекенсене, çавăн пекех склад заведующийĕсемпе кунти рабочисене, техслужащисене Çĕрпÿ хулине илсе каясси çинчен пĕлтертĕм. Вĕсен унти пухăва кайма килĕшмен уполномоченнăйсен ячĕ-хушамачĕпе регистраци витĕр тухмалла. Çак вăрттăнлăха ниçта та уçса каламалла мар. Чăн-чăнах суйланнă уполномоченнăйсем хĕрĕх çынран та иртмерĕ. Унта эпĕ çĕрпÿсемпе пĕрлешме килĕшни пирки хатĕрленĕ çырăва вуласа патăм. Çынсем нимĕн шарламасăрах кÿршĕсемпе пĕрлешессишĕн сасăларĕç. Çакăн хыççăн пирĕн райповăн тавар турттармалли-12, 410 маркăллă пĕр çăмăл автомашинăна Çĕрпĕвне илсе кайрĕç. Çăмăл автомашина вĕр çĕнехчĕ. Ăна кÿршĕсенчен уйрăлас тенĕ сас-хура аталанма тытăнсан аваринче ваннă тесе сутса ячĕç. Кунпа пĕрлех пирĕн райпон хатĕрлев кантурне те вĕсемпе пĕрлештерчĕç. Çав тапхăрта вăл питех те çирĕп организаци пулнă. Банкри счет çинчи 950 пин тенкĕ укçа Çĕрпĕвне куçрĕ, расчетлă счетне те хупрĕç.

Çĕрпÿри пуçлăхсем хамăр районăн авалхи чиккисене çирĕплетес тĕлĕшпе нимех те тумарĕç. Çавна пулах авалтан район территорийĕнче шутланса тăнă ял совечĕсемпе ялсем тĕрлĕ сăлтавсене пула пирĕн патăртан тухса кайрĕç. Парти райкомĕн аппарачĕн çыннисем Трак тăрăхĕнче сайра-хутра кăна хăйсен сăн-пичĕсене халăх умĕнче кăтартнă.

Вăт çавăн пек асра юлнă вăл тапхăр манăн асăмра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, г. Чебоксары, пл.Республики,2
Телефон: (8352) 62-50-36, 62-12-85
Факс: (8352) 62-50-36
E-Mail: smo21@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика