Совет муниципальных образований Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк Ен: Пĕтĕм ĕçе вăхăтра пурнăçласчĕ

17 сентября 2010 г.

Тунти кун район администрацийĕнче иртнĕ райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Унта эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Канашлура чи малтанах кĕрхи ĕçсем мĕнле пынипе райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков паллаштарчĕ. Тунти кун тĕлне районĕпе "Прогресс", "Свобода", "Нива", "Комбайн" хуçалăхсенче çĕр улмине пуçтарса кĕртессине вĕçленĕ. Тĕп больница, ача сачĕсем, шкулсем валли кирлĕ чухлĕ çĕр улми туянса хунă. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче акса хăварнă кĕрхи культурăсем "Рассвет", "Победа" хуçалăхсенче лайăх шăтса тухнă. Çакна видеопроекторпа кăтартнă ỹкерчĕксем тăрăх курса ĕненме пулчĕ. Çавăнпа район пуçлăхĕ Н.Миллин палăртнă тăрăх, вăхăтра акса хăварнă кĕрхи культурăсене выльăхсене çитерме те пулать, вĕсем лайăх хĕл каçаççĕ. Ыттисем пирки çакна калаймăн. 11 хуçалăх çĕртме сухи тăвассине вĕçленĕ. Анчах Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра çак ĕç хăвăртлăхĕ пĕчĕк. Канашлура ертỹçĕсем кĕрхи çĕртме сухи тăвасси юлса пынине хуçалăхри йывăрлăхсемпе ăнлантарма тăрăшрĕç. Район пуçлăхĕ Н.Миллин кĕрхи çĕртме сухи тăвассине юпа (октябрь) уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе вĕçлемеллине çирĕп асăрхаттарчĕ. Район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ И.Кузнецов çул-йĕр тăвас ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Лаш Таяпапа Çĕнĕ Эйпеç çулĕ çинчи икĕ километр çула "Воддорстрой" ООО пĕр эрне хушшинче сарса пĕтерни пирĕн районти çул-йĕр тăвакансене вĕсенчен ĕçе йĕркелес ыйтăва вĕренме хистемелле. Çак организаци Комсомольски пăрăнчăкĕнчен Елчĕк районĕн чиккине çитичченхи çула паян-ыран тĕпрен юсама пуçăнать. "Дорисс" ООО та Аслă Таяпа - Шуршу çулне юсама пуçланă. Кăçал районти обществăлла çуртсене çут çанталăк газĕпе уйрăммăн хутса ăшăтасси çине куçарма палăртнă. Чылай çуртра унта пурăнакансен тата монтажниксен тăрăшулăхне пула ĕçе вĕçленĕ ĕнтĕ. Анчах хăш-пĕр çуртсенче пурăнакансем котелсем туянма, дымоходсене ВДПОн районти уйрăмĕнче тĕрĕслеттерме, счетчиксене "Чăвашрегионгаз" ОООн Елчĕкри уйрăмĕнче регистрацилеме васкаманнине палăртрĕ И.Кузнецов. Елчĕкри çăкăр завочĕ районта пурăнакансене çăкăр-булка изделийĕсемпе тивĕçтерекен чи пысăк предприяти шутланать. Унăн директорĕ А.Кузьмина палăртнă тăрăх, завод куллен 700 буханка пĕçерсе хатĕрлет. Çăнăх парса тăракан организацисем унăн хакне кăçал виçĕ хутчен ỹстернĕ, çавна май продукци хакĕсем те ỹснĕ. Заводра кăларакан çăкăр Шупашкартан, ытти çĕртен кỹрсе килекен çăкăр хакĕсенчен йỹнĕрех. Анчах чылай магазинта хамăрăнне мар, район тулашĕнчен кỹрсе килекен продукципе суту-илỹ тăваççĕ. Çапах та "Прогресс" хуçалăх пĕçерсе кăларакан çăкăр чи йỹнни. Унăн ертỹçи П.Скворцов палăртнă тăрăх, хуçалăх пекарнинче хăйсем патĕнче авăртнă шурă çăнăхпа усă кураççĕ. Çакă çăкăр хакне чакарать те ĕнтĕ. Çавна май район пуçлăхĕ Н.Миллин çăкăр, ытти апат-çимĕç продукчĕсене муниципалитет нушисем валли туяннă чухне кашни пуса шута илмеллине, çăкăр, апат-çимĕç хакĕсене суту-илỹ точкисенче виçесĕр ỹстерсе ярасран тĕрĕслесе тăрассине пĕлтерчĕ. Канашлура çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхне ỹстерес, ялсене тирпей-илем кĕртес, халăх çыравне районта ăнăçлă ирттерсе ярас тата ытти ыйтусене хускатрĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, г. Чебоксары, пл.Республики,2
Телефон: (8352) 62-50-36, 62-12-85
Факс: (8352) 62-50-36
E-Mail: smo21@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика