Совет муниципальных образований Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » С.А.НИКОЛАЕВ - Икĕ пуçлăх. Хăшĕ аслăрах

13 ноября 2010 г.

<STRONG><FONT color=#ff0000>С.А.НИКОЛАЕВ - Икĕ пуçлăх. Хăшĕ аслăрах</FONT></STRONG>

Республика Президенчĕн «Хула округĕсенчи тата муниципалитет районĕсенчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи /ВХТО/ ĕç-хĕлне усăллăх енчен тĕрĕс хак парасси çинчен» Указĕпе тĕплĕн паллашрăм. Вулакана хамăн хăш-пĕр шухăшпа паллаштарасшăн. Вĕсен хушшинче, тен, кăмăла кайманнисем те, тавлашуллисем те пулĕç.

Ку е вăл гранта тивĕçессишĕн вырăнти хăй тытăмлăхăн хăш органĕ кĕрешме пултарнине ăнланмастăп. Хальхи саккунпа килĕшÿллĕн ВХТО тытăмĕнче виçĕ орган ĕçлемелле: район пуçлăхĕ, депутатсен Пухăвĕ тата администраци. Кашнийĕн хăйĕн тивĕçĕ, функцийĕ, полномочийĕ. Калăр-ха, тархасшăн: вĕсенчен хăшĕ асли, хăшĕ яваплăрах-и? Енчен пуçлăха илес тĕк, саккунпа çирĕплетнĕ тăрăх вăл депутатсен Пухăвне пăхăнать тата вырăнти халăх умĕнче отчет тăвать. Çав вăхăтрах депутатсен Пухăвĕн влаçăн нимĕнле сĕмĕ те çук: депутат мандатне илнисем халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн тÿлевсĕр ĕçлеççĕ.

Саккунлăхпа килĕшÿллĕн пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕ тепĕрне «пăхăнтарма» пултараймасть. Должноçри яваплă çынсем пирки те çавнах каламалла. Урăхларах каласан, пĕри теприншĕн пуçлăх пулма пултараймасть. Апла тăк, логика тĕлĕшĕнчен, район пуçлăхĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне мĕнле ĕçлемеллине «вĕрентеймест», унăн ĕç-хĕлне хутшăнаймасть. Гранта вара пĕтĕм район валли çĕнсе илмелле - кун пек чухне мĕнле пулмалла?

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне тарăнрах тишкерес пулсан ирĕксĕрех ыйту çуралать: вырăнти влаç тытăмĕсем административлă реформăн тĕллевĕсене туллин тивĕçтереççĕ-и-ха? Пурте палăртнă пек пулса пырать-и-ха? Суйлав иртрĕ, влаç органĕсене йĕркеленĕ. Малалла мĕн? Влаç органĕсен хушшинчи функциллĕ çыхăну, яваплăх, полномочисемпе тивĕçсен уçăмлă чикки çук. Тĕп орган - депутатсен Пухăвĕ - пуçлăх çум çаккийĕ вырăнĕнчех. Хуçа мĕнле калать - çапла пулать. Урăхла нимĕнле те. Пĕтĕм документсене администрацин ĕçĕсен управленийĕ йĕркелесе тăрать. Кун пек чухне хăй тĕллĕнлĕх çинчен сăмах пуçарма та кирлĕ мар. Шухăшласассăн - депутатсен Пухăвĕ юридици сăпачĕллĕ орган, унăн хăйĕн пичечĕ те пур. Тепĕр чухне депутатсем çав пичетпе хăçан тата мĕнле усă курмаллине, хăçан тата ăçта лартмаллине те пĕлмеççĕ.

Темиçе сăмах - депутатсен Пухăвĕн саккун çырас тивĕçĕ çинчен. Ку енĕпе халăх шаннă, тивĕçлĕ çынсенчен йĕркеленĕ орган, каларăмăр ĕнтĕ - депутатсен Пухăвĕ, ĕçлет. Орган ĕçне унăн председателĕ /ку тĕслĕхре - пуçлăх мар!/ йĕркелесе тăрать: нормăпа право акчĕсене малтан комиссисенче тишкернине, вĕсен проекчĕсене сессисен кун йĕркине кĕртсе юридици вăйĕ панине...

Чăн пурнăçра епле-ха? Чăннипе пĕтĕмпех - район пуçлăхĕпе администрацин ĕçĕсене йĕркелекен управлени /вырăсла - управделами/ аллинче. Пуху председателĕ статист вырăнĕнче кăна пек. Пĕррехинче çавăн пек председатель калани аса килчĕ: «Мĕн хушаççĕ - çавна тăватпăр, мĕн сĕнеççĕ - çавна çирĕплететпĕр». Кун пек чухне, енчен те Пухун саккун хатĕрлес ăсталăхĕ, право пĕлÿлĕхĕ феодализм шайĕнче пулсан эксперт комиссийĕ ВХТ органĕн саккун йышăнассин шайне мĕнле палăртма пултарĕ? Тепĕр чухне ку е вăл депутат ку е вăл «Положенири», «Йĕркери» е «Правилăри» саккун нормисен уйрăмлăхне те ăнкараймасть. Çивĕч çак ыйтăва татса паричченех вырăнти тÿре-шара хăйне çаплипех шăпана татса паракан пек туйĕ. Унра нихăçан та налук тÿлекенĕн укçи-тенкипе тытса тăракан органра ĕçлекенĕн туйăмĕ вăранмĕ. Ку тивĕçе пурнăçлама чĕнсе калани кирлĕ мар. Пур пĕрех усăсăр. Вĕсене вĕрентмелле. Çав шутра - вĕсем алă çĕкленинчен е кнопкăна пуснинчен халăхăн ыранхи пурнăçĕ мĕнле пулассине туйма вĕрентмелле. Сăнарлăрах каласан - «куçĕсене уçмалла». Депутатсен хăйсен те тахçанах вăранмалла. Халăхпа куçа-куçăн тăрса калаçмалла, ăна илтме пĕлмелле. Массăллă информаци хатĕрĕсемпе, телекуравпа усă курччăр. Тĕрлĕ сайт, портал урлă кăна çыхăну тытакан чиновник нихăçан та халăхпа çывăх пулаймĕ, унăн нуши-тертне туяймĕ, уншăн ĕçлемĕ...

Н.ДМИТРИЕВ.

Редакцире юлашки вăхăтра çакăн пек çивĕч ыйту çĕкленĕ çыру сахал мар килчĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен «вăрттăнлăхĕсене» уçма, район пуçлăхĕ е сити-менеджер кам пулнине, хăшĕ мĕншĕн яваплине ăнлантарма ыйтаççĕ. Ку темăна хамăрăн ятарлă кăларăмра малашне те тытса пыма, калаçăва политологсемпе социологсене, политика партийĕсен регионти уйрăмĕсен ертÿçисене, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсене хутшăнтарма тăрăшăпăр. Н.Дмитриев çырăвне хуравлама республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Андреевич Николаев килĕшрĕ:

- Çыру авторĕ çакăн пек çивĕч ыйтусене хускатни ахальтен мар. Мĕншĕн тесен пурнăç вырăнта тăмасть, кашни кун çĕнĕлĕх илсе килет. Влаç тытăмĕпе унăн ĕç-хĕлĕнче те сахал мар вĕсем. Пурин хыççăн та тÿрех ĕлкĕрсе пыма, ăс витĕр кăларса пĕтĕмлетме çăмăл мар, паллах. Хăй хускатакан ыйтусене хаçат урлă хуравлама ыйтнишĕн автора ырлас килет. Мĕншĕн тесен пичет кăларăмĕн аудиторийĕ анлă. Шел, Н.Дмитриев темшĕн-çке пирĕн республикăра юлашки виçĕ çулта влаç вертикалĕ йĕркеленмен текен шухăша çирĕплетме тăрăшать. Чăннипе вăл унта пулма та кирлĕ мар. Хăй тытăмлăхăн пĕлтерĕшĕ, тĕшши мĕнре-ха? Вырăнти ыйтусене вырăнти общинăн е ку е вăл муниципалитет пĕрлешĕвĕнчи общественноçăн татса пама тăрăшмалла. Çавăнпа та влаç вертикалĕ çинчен кунта сăмах пуçарни вырăнлă пек туйăнмасть. Пирĕн влаç тытăмĕнче, унăн тĕп пĕлтерĕшĕ - халăх. Ку - Конституцири тĕп ăнлав. Вăл хăйĕн прависемпе туллин усă курма пĕлменни е пултарайманни - уйрăм калаçу. Сăмахран, сăмах вылятма кăмăллакан тем те пĕр туса пама шантарнине тепĕр çын чăн сăмах вырăнне йышăнать. Кун пеккине, шел те, хальлĕхе тăтăш тĕл пулатпăр. Ку, манăн шухăшпа, ÿсĕм чирĕ. Ун витĕр тухса тĕшшине хывăхĕнчен уйăрма вĕренсе пыратпăр. Чи пахи çакă тетĕп.

Халĕ çырури депутатсен влаç тĕревĕ çук текен шухăш патне таврăнар. Вĕсем хăйсен тивĕçне тÿлевсĕр пурнăçлани тĕрĕсех. Чăннипех, депутатсен вăйĕ пĕчĕк е пачах çук пек туйăнать. Кун пек çирĕплетнипе манăн килĕшес килмест. Автор шухăшĕпе - вырăнти депутатсене ытти ĕçрен хăтармалла, мандат тивĕçне пурнăçланăшăн шалу тÿлемелле. Енчен вырăнти хăй тытăмлăх пуян тăк - вăл çапла тума пултарать. Ку - унăн ирĕкĕ. Шел те, тепĕр вунă çуллăхра та эпир çапла тума пултараймастпăр, мĕншĕн тесен пирĕн республикăри кашни район хальлĕхе дотаци илсе тăрать.

Çырури «халăх шаннă çынсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçласшăн мар» текен йĕркесем те шухăша ячĕç. Апла тăк мĕн тĕллевпе депутат мандатне илнĕ? Анчах илнĕ вĕт-ха. Темиçе кандидат хушшинче çĕнтернĕ. Кăна ăнланма тата ăнлантарма йывăр.

Депутатсен корпусĕ, шел те, çăмăл çулпа утма кăмăлланăн туйăнать: пĕри укçа-тенке çавăнта хывмалла тесе калать те, пурте уншăн сасăлаççĕ. Пирĕн пур шайра та бюджетăн тăкак пайне пайласси пирки хĕрсех тавлашаççĕ. Çав вăхăтрах чылайăшĕн тупăш пайне мĕнле тата мĕнпе тултарасси пирки асра та çук. Чăннипе иккĕмĕшĕ - тупăш пайĕ - тĕпре пулмалла та.

Кам кама пăхăнасси пирки. Иртнĕ вăхăта аса илер-ха. КПСС Тĕп Комитечĕн, ун чухнехи правительствăн хăш йышăнăвĕнче, хăш саккунра ял Канашĕсем район Канашне пăхăннине çырнă? Ун пекки пулман вĕт-ха. Тĕрĕссипе каласан, «никам та никама та пăхăнмасть» сăмахсем мана питĕ шиклентереççĕ. Паллах, пăхăнмасăр та пурăнма, пĕр-пĕрне йышăнмасăр тăма пулать, анчах çакă мĕн парĕ? Анархи патне кăна илсе çитерĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ - хăй, районăн хăйне тĕллĕн, федералсем те уйрăм тейĕпĕр. Халăх вара камшăн? Халăх пирĕн пĕрре! Влаç уншăн пĕрле, пĕр тĕллевпе, килĕшÿре ĕçлемелле. Ял тăрăхĕсем хăйсем тĕллĕн ниепле те пурăнаймаççĕ, ку икĕ хут иккĕ миçе пулни пекех паллă. Вĕсен умĕнче - вун-вун тĕрлĕ ыйту. Кашниех çивĕч.

Вырăнти хăй тытăмлăх вăй илчĕ, çирĕпленчĕ. Ку факт. Çапах... Халăх ыйтусене хăй татса панăран хальлĕхе кун пирки калассăм килмест. Хăш-пĕр ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕтĕм ыйтăва халăхпа татса панăран, мур картисене куçран вĕçертменни таранах, нимĕнле çивĕч ыйту та пачах çук. Тепĕр çĕрте вара хăйсен çывăх çыннисем яланлăх канăç тупнă вырăнсене те тасатма тухмаççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ халăхра хастарлăх туйăмне мĕнле вăратмаллине пĕлмест.

Автор депутатсен корпусĕн хавшаклăхĕ çинчен те сăмах пуçарать. Эпĕ тепĕр пулăма çĕкленĕ пулăттăм - администрацин тÿре-шарин вăйсăрлăхĕ. Шăпах вĕсем паянхи пурнăç валли «пиçсе» çитмен. Чылай чухне вĕсен пĕлĕвĕ те, пуçарулăхĕ те пĕчĕк. Аппаратрисем ĕç вырăнне тăтăш улăштараççĕ, унта хут нумай çыраççĕ. Тÿре-шара шутсăр нумай тенине те илтме пулать. Анчах объективлă цифрăсем урăххине çирĕплетеççĕ. Ял тăрăхĕсен çурринче икшер специалист ĕçлет. Вĕсен - вунă теçеткене яхăн тивĕç. Хушса панисене шута илмесĕр.

Пĕтĕм документацие администрацин ĕç йĕркелĕвĕн пайĕ /управделами/ тытса пырать тенине хирĕçлĕттĕм. Ку тĕпри мар, сăмах техника ĕçĕ çинчен пырать. Тата бюджетри пурлăх упрасси, унпа тĕллевлĕ усă курасси çинчен. Апла тăк, атьăр, кашни Пухăвăн аппаратне туса хурăпăр, машина туянăпăр. Мĕн хака кайса ларĕ çакă? Хуравĕ паллă.

Çырури тепĕр шухăш та кăмăла каймарĕ: хăшĕ аслăрах - район пуçлăхĕ-и е депутатсен Пухăвĕн председателĕ-и? Кашнин - хăйĕн тивĕçĕ, ĕçĕ. Иртнĕ суйлавччен пур муниципалитет пĕрлешĕвĕн уставне улшăнусемпе хушăмсем кĕртнĕ: район пуçлăхне депутатсен Пухăвĕнче палăртаççĕ, сити-менеджера /е урăхла каласан - район администрацийĕн пуçлăхне/ контракт йĕркипе ĕçе йышăнаççĕ. Иккĕмĕшĕ районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн яваплă.

Тÿре-шарана паян кам кăна вăрçмасть пулĕ. Иртнĕ суйлав та влаç тытăмне туртăнакан сахаллине палăртрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ - çав тери пысăк яваплăх. Мĕншĕн тесен вăл пĕччен, халăхшăн ĕçлет. Пăхăр-ха: ял тăрăхĕсенче тата район администрацийĕсенче ытларах хĕрарăмсем тăрăшаççĕ. Вĕсем ĕçченлĕхпе, пуçарулăхпа, хастарлăхпа уйрăлса тăраççĕ, вĕсен яваплăх туйăмĕ те пысăк. Аттестаци ирттерессине ырлатăп. Кăна хирĕç никам та пулмĕ. Мĕншĕн тесен пурте таса чăнлăха пĕлеççĕ: кадрсен, уйрăмах - ертÿçĕсен, ялан вĕренмелле. Вĕрентĕвĕн чикки çук...


Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, г. Чебоксары, пл.Республики,2
Телефон: (8352) 62-50-36, 62-12-85
Факс: (8352) 62-50-36
E-Mail: smo21@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика