14 марта 2011 г.
Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчи суйлавра республикăри чылай вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çĕнĕ вăй килчĕ. Çамрăксен вăй-халне аслăраххисен опычĕпе пĕрлештерсе пĕр тĕллевпе ĕçлес тесен пĕрле пухăнса канашланин, тĕрлĕ ыйтăва вăхăтлă татса панин витĕмĕ пысăк. Шăпах çакна тĕпе хунă та Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн Ĕç йĕркелĕвĕн управленийĕпе республикăри Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ĕç тăвакан канашĕ тата Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕ пĕрле ирттернĕ муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсен палатин пĕрремĕш ларăвне. Кун йĕркинчи тема та паянхи кунпа тачă çыхăнса тăрать - «Муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаç тытăмĕнчи право никĕсĕсем». Мероприятие калаçу мелĕпе йĕркеленĕрен кунта кашниех хăйне хумхантаракан ыйтăвăн тĕплĕ хуравне илме пултарчĕ. Сăмахран, ЧР Президенчĕн Администрацийĕн Ĕç йĕркелĕвĕн управленийĕн ертÿçи В.Петров муниципалитет управленийĕн эффективлăхĕ, пахалăхĕ тата кăтартулăхĕ çинче чарăнса тăнă хыççăн район пуçлăхĕсем-район депутачĕсен Пухăвĕн ертÿçисем Вениамин Ивановича вун-вун ыйту «айне турĕç». Чăннипех ĕçлес туртăмлă, мал шухăш-ĕмĕтлĕ çĕнĕ йышăн кăсăкланăвĕ ахальтен маррине палăртрĕ докладчик хăйĕн пĕтĕмлетÿллĕ сăмахĕнче.
Чăваш Республикин Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн правленийĕн ертÿçи - Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов Шупашкар хула округĕн опычĕн тĕслĕхĕпе муниципалитет пĕрлешĕвĕсен саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаç тытăмĕсен иртнĕ суйлав хыççăнхи тапхăрĕнчи ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Юлашки вăхăтра хулапа унăн виçĕ районĕн тĕрлĕ отраслĕнче палăрăмлă ÿсĕм пур. Çав вăхăтрах Леонид Ильич пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă сферăра, хула строительствинче, çурт-йĕрпе транспорт сетĕнче, хулан вак суту-илĕвĕнче кăлтăк, туса çитерменни, татса памалли ыйту чылаййине палăртрĕ. Палата ларăвĕнче общество инфратытăмĕн аталанăвĕнчи çивĕч ыйтусем те каллех çиеле тухрĕç: вĕсем хула округĕшĕн кăна мар, муниципалитет пĕрлешĕвĕсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Акă, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тарифĕсем ÿссе пыни хула халăхне те, районсенчи çынсене те нумай калаçтарать-тавлаштарать. Пĕчĕк бизнеса аталантарма кредит уйăрасси те çав ыйтусен шутĕнченех.
Тĕрлĕ шайри бюджета мĕнле пуянлатса-тултарса пырасси те канăçсăрлантарать ял тăрăхĕсен, район Пухăвĕсен тата хула округĕн депутачĕсене. Шупашкар хулин те, муниципалитет пĕрлешĕвĕсен те, ял тăрăхĕсен те пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса, пĕр тĕллевпе ĕçлемеллине, асăннă ыйтăва татса панă чухне хастартарах тата пуçаруллăрах пулмаллине çирĕплетрĕç тата çавăн пек ĕçлеме йышăнчĕç муниципалитет пĕрлешĕвĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсен палатин пĕрремĕш ларăвĕнче: «Пирĕн пĕр тĕллев - халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси. Çав тĕллевпе пурăнатпăр тата ĕçлетпĕр».
Источник: "Хыпар"