Совет муниципальных образований Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Влаçăн пĕр тĕллев

14 марта 2011 г.

Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчи суйлавра республикăри чылай вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çĕнĕ вăй килчĕ. Çамрăксен вăй-халне аслăраххисен опычĕпе пĕрлештерсе пĕр тĕллевпе ĕçлес тесен пĕрле пухăнса канашланин, тĕрлĕ ыйтăва вăхăтлă татса панин витĕмĕ пысăк. Шăпах çакна тĕпе хунă та Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн Ĕç йĕркелĕвĕн управленийĕпе республикăри Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ĕç тăвакан канашĕ тата Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕ пĕрле ирттернĕ муниципалитет районĕ­­сен тата хула округĕсен пуçлăхĕ­сен палатин пĕрремĕш ларăвне. Кун йĕркинчи тема та паянхи кунпа тачă çыхăнса тăрать - «Муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаç тытăмĕ­нчи право никĕсĕсем». Мероприятие калаçу мелĕпе йĕркеленĕ­рен кунта кашниех хăйне хумхантаракан ыйтăвăн тĕплĕ хуравне илме пултарчĕ. Сăмахран, ЧР Президенчĕн Администрацийĕн Ĕç йĕркелĕвĕн управленийĕн ертÿçи В.Петров муниципалитет управленийĕн эффективлăхĕ, пахалăхĕ тата кăтартулăхĕ çинче чарăнса тăнă хыççăн район пуçлăхĕ­сем-район депутачĕ­сен Пухăвĕн ертÿçисем Вениамин Ивановича вун-вун ыйту «айне турĕç». Чăннипех ĕçлес туртăмлă, мал шухăш-ĕмĕтлĕ çĕнĕ йышăн кăсăкланăвĕ ахальтен маррине палăртрĕ докладчик хăйĕн пĕтĕмлетÿллĕ сăмахĕнче.

Чăваш Республикин Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн правленийĕн ертÿçи - Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов Шупашкар хула округĕн опычĕн тĕслĕхĕпе муниципалитет пĕрлешĕвĕсен саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаç тытăмĕсен иртнĕ суйлав хыççăнхи тапхăрĕ­­нчи ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Юлашки вăхăтра хулапа унăн виçĕ районĕн тĕрлĕ отраслĕ­­нче палăрăмлă ÿсĕм пур. Çав вăхăтрах Леонид Ильич пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă сферăра, хула строительствинче, çурт-йĕ­рпе транспорт сетĕнче, хулан вак суту-илĕвĕнче кăлтăк, туса çитерменни, татса памалли ыйту чылаййине палăртрĕ. Палата ларăвĕнче общество инфратытăмĕн аталанăвĕнчи çивĕч ыйтусем те каллех çиеле тухрĕç: вĕсем хула округĕшĕн кăна мар, муниципалитет пĕрлешĕвĕсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Акă, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тарифĕсем ÿссе пыни хула халăхне те, районсенчи çынсене те нумай калаçтарать-тавлаштарать. Пĕчĕк бизнеса аталантарма кредит уйăрасси те çав ыйтусен шутĕ­нченех.

Тĕрлĕ шайри бюджета мĕнле пуянлатса-тултарса пырасси те канăçсăрлантарать ял тăрăхĕ­­сен, район Пухăвĕсен тата хула округĕн депутачĕсене. Шупашкар хулин те, муниципалитет пĕрлешĕвĕсен те, ял тăрăхĕ­сен те пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса, пĕр тĕллевпе ĕçлемеллине, асăннă ыйтăва татса панă чухне хастартарах тата пуçаруллăрах пулмаллине çирĕплетрĕç тата çавăн пек ĕçлеме йышăнчĕç муниципалитет пĕрлешĕвĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕ­сен палатин пĕрремĕш ларăвĕнче: «Пирĕн пĕр тĕллев - халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси. Çав тĕллевпе пурăнатпăр тата ĕçлетпĕр».



Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, г. Чебоксары, пл.Республики,2
Телефон: (8352) 62-50-36, 62-12-85
Факс: (8352) 62-50-36
E-Mail: smo21@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика